Министерство финансов Чувашской Республики

Бюджет тупăшĕ 100 миллиард тенкĕ урлă каçать

Кун йĕркине пĕр теçетке саккун проектне кĕртнĕ пулин те Патшалăх Канашĕн ĕнер уçăлнă 30-мĕш сессийĕн республика Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăннипе иртнĕ пĕрремĕш тапхăрĕнче тишкернисен хушшинче, паллах, республикăн çитес виçĕ çуллăх бюджечĕн проекчĕ тĕп вырăнта пулчĕ.

Сессие уçнă май ПК Председателĕ Леонид Черкесов палăртнă тăрăх, бюджет саккунĕ — чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри, вăл пурнăçпа ĕç-хĕле никĕслет. Саккун проектне парламент комитечĕсенче, анлă правительствăра пăхса тухнă, халăх итлевĕнче сӳтсе явнă. Депутатсене унпа пĕрремĕш вице-премьер — финанс министрĕ Михаил Ноздряков паллаштарчĕ. Вăл хăйĕн докладне 2025 çулхи бюджет социаллă тĕллевлĕ пулнине палăртнинчен пуçларĕ — ку тăкаксен пĕтĕмĕшле виçи 62,4 миллиард тенкĕпе танлашĕ. Инфратытăм аталанăвне никĕслемелли укçа виçи те пысăк — 33 миллиард тенкĕ. Михаил Геннадьевич экономикăн бюджет укçипе хаклакан пĕлтерĕшĕ ӳсессине çирĕплетрĕ: 21,3 миллиард тенкĕ — кăçалхинчен 16,4% пысăкрах. Министр Владимир Путин Президент кăçал Чăваш Енре пулнă май панă хушусемпе килĕшӳллĕн Шупашкарта хулан клиника больницин çĕнĕ комплексне тума пуçлассине çирĕплетрĕ, çавăн пекех Çĕнĕ хулара пысăк шкул тума, Шуршăлти космонавтика музейне реконструкцилеме те укçа пулĕ. Республикăн амăшĕн капиталне пысăклатма, вăрçă ветеранĕсене Çĕнтерĕвĕн 80 çулĕ тĕлне пĕр хут тӳлев пама та бюджетра укçа пăхса хăварнă. Тăлăх ачасене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерме уйăрнă укçана Мускав кăшт чакарнă-мĕн, анчах ыйту çивĕчлĕхне кура республика çав «минуса» хамăрăн шутпа саплаштарма йышăннă. Çапла вара çитес çулхи бюджет тупăшĕ 100,1 миллиард тенкĕпе танлашĕ. Ку кăçалхинчен 10,5 миллиард тенкĕ чухлĕ — 12% яхăн, пысăкрах. Тăкаксем тата пысăкрах — бюджет 1,8 миллиард тенкĕлĕх дефицитлă пулать. Хыснара хамăрăн тупăш тӳпи курăмлă — 64,6 миллиард тенкĕ чухлех. Ку виçе ӳсĕмĕ пушшех пысăк — 23% хушăнать. Тăкаксен тытăмĕнче чи пысăкки — вĕрентӳ тытăмĕн тӳпи: унăн тăкакĕсем 29,2 миллиард тенкĕ шайĕнче. Соцполитикăн — 21 миллиарда яхăн, наци экономикин — 17,7 миллиард. Михаил Ноздряков бюджет тытăмĕнче вăй хуракансене ĕç укçипе тивĕçтересси «приоритетсен» шутĕнче пулнине пусăм тусах çирĕплетрĕ. Кăçал ку сферăри вăтам ĕç укçи 45551 тенке çитнĕ, çитес çул ӳсмелле — 50972 тенкĕ пулмалла. Çапла вара ĕç укçин фончĕ кăна 40 миллиард тенкĕрен иртĕ. Çав шутра кăрлачăн 1-мĕшĕнчен ĕç укçин чи пĕчĕк виçине пысăклатассине те шута илнĕ — вăл 22440 тенке çитмелле. Паллах, нацпроектсен теми те сиксе юлмарĕ. Михаил Геннадьевич Мускав вĕсем валли тин çеç уйăрнă укçана Чăваш Ен бюджетне васкавлăн кĕртме тивнине палăртрĕ. Укçа виçи чăннипех пысăк: регионăн 10 нацпроект тытăмне кĕрекен 34 проектне пурнăçлама республика çитес виçĕ çулта 48 миллиард тенкĕ илĕ. «Нумай-и ку е сахал-и?» Çапла ыйтрĕ те — министр хăех хуравларĕ, танлаштарма сĕнчĕ: 2019 çулта, нацпроектсене пурнăçлама тытăннă чухне, Чăваш Ен вĕсем валли виçĕ çуллăха 31,3 миллиард тенкĕ илнĕ. Хальхи виçе, куратпăр, чылай пысăкрах. 13,6 миллиард тенкĕпе регион 2025 çулта усă курĕ. <...>

Автор: Николай КОНОВАЛОВ.



«Хыпар»
22 ноября 2024
09:10
Поделиться