Çитес çулхи бюджет: миллиардсем татах хушăнĕç
Юнкун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларура Министрсен Кабинечĕ тăватă саккун проектне тишкерсе ырларĕ, ытти ыйтăва пăхса тухрĕ. Кун йĕркинчи тĕп ыйту, паллах, республикăн çитес виçĕ çуллăх бюджечĕ çинчен калакан саккун проекчĕ пулчĕ.
Хысна налукпа пуян
Пĕрремĕш вице-премьер — финанс министрĕ Михаил Ноздряков бюджет проектне хатĕрленĕ май чылай уйрăмлăха шута илме тивнине палăртрĕ. Чи малтанах — 2019 çултанпа пурнăçланă темиçе наци проекчĕ вĕçленни, çĕнĕ нацпроектсемпе ĕçлеме пуçласси. Республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн программи пирки те çавнах каламалла: «кивви» вĕçленсе пынă май кĕçех çитес ултă çуллăх программа вăя кĕрĕ.
Нацпроектсем тенĕрен, вĕсем икĕ теçеткене яхăнах пулаççĕ. Хальлĕхе 18 проекта пурнăçламашкăн Чăваш Ен виçĕ çулта 17,6 миллиард тенкĕ илесси паллă. Çитес çул тӳпи — 6,4 миллиард. Анчах сахал теме ан васкăр. Мускав Раççей суб±екчĕсене вĕсене пурнăçлама памалли укçан 12,5% кăна пайланă-ха — ытти укçа шăпи çак кунсенче уçăмланмалла. «231 трансфертран 82-шне çеç валеçнĕ, — терĕ Михаил Геннадьевич. — Ĕç-пуçа тимлĕ сăнаса тăратпăр — укçана валеçнĕ хыççăн хамăрăн бюджетпа малалла ĕçлĕпĕр».
Ытти тăкак пирки калас тăк — пĕрремĕш вице-премьер çитес çулхи бюджета республика промышленноçĕнчи, ытти сферăри ырă туртăмсем тĕревленине палăртрĕ. Регионăн çитес çулхи бюджечĕн тупăшне 95,3 миллиард тенкĕ шайĕнче палăртнă. Ку кăçалхин, çулталăк пуçламăшĕнчин, калăпăшĕнчен 6,4% пысăкрах. Çакăнта хамăрăн тупăшăн курăмлă ӳсĕмĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вăл 64,6 миллиард тенкĕпе танлашмалла. Министр çирĕплетнĕ тăрăх, çакă чи малтан бюджета налук ытларах кĕрессипе сăлтавланĕ. Çав шутра — ĕç укçи самай пысăк хăвăртлăхпа хушăнса пыни. Шалу ӳсет — уйрăм çынсен тупăшĕнчен илекен налук та пысăкрах. Сăмах май вăл налуксем тĕлĕшпе пысăк улшăнусем пуласси çинчен те каларĕ. Чи малтанах — пĕчĕк бизнеса пырса тивекеннисем. Ăна ятарлă режим çине куçарма пултарассине кура налуксем пĕр бюджетран теприне куçасса та кĕтме пулать.
Республика инфратытăм бюджет кредичĕпе усă курасси малалла тăсăлĕ. Ку укçа — каяшсене сортламалли комплекссем тума, общество транспортне çĕнетме. Кăмăллă самант: Президент хушăвĕпе килĕшӳллĕн регионсен бюджет кредичĕн 2/3 пайне каçараççĕ. Пирĕн ку кредит калăпăшĕ самай пысăк — 5,8 миллиард тенкĕ. Çавна май Мускав 3,4 миллиард тенке шыраса илмест теме юрать — çакна бюджет проектĕнче шута илнĕ ĕнтĕ.
Хамăрăн плансене ĕнентермелле
Республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн уйрăм программи малалла ĕçлĕ. Унăн 2030 çулчченхи çĕнĕ редакцийĕнче çирĕплетнипе килĕшӳллĕн федераци бюджетĕнчен уйăракан укçапа Чăваш Ен промышленноçа патшалăх енчен тĕревлеме, предприятисене çĕнĕ оборудованишĕн субсидипе пулăшма, хăмла отрасльне тата туризма аталантарма усă курĕ.
Регионăн çитес çулхи бюджечĕн тăкакĕсене хальлĕхе 97 миллиард ытла тенкĕ шайĕнче çирĕплетнĕ. Чи пысăк тăкаксем вĕрентӳ сферин — 28 миллиард тенке яхăн. Михаил Ноздряков асăрхаттарчĕ: ку кăтарту улшăнĕ-ха... Социаллă политика тӳпи — 19,8 миллиард тенкĕ. Бюджет ĕçченĕсен — вĕрентӳ, медицина, культура, спорт сферисенче вăй хуракансен — шалăвне пысăклатма та укçа пăхса хăварнă. Кăçал уйăхри вăтам виçе 45551 тенкĕ шайĕнче, çитес çулхи прогноз — 51 пин тенкĕ патнелле. Çавна май, уçăмлатрĕ пĕрремĕш вице-премьер, шалăвăн вăтам виçи 2023 çулхинчен 30% ытла хăпарать. Ĕç укçин чи пĕчĕк виçине те 16% ытла хушма пăхнă. Çапла вара республикăн пĕрлехи бюджечĕн çитес çулхи ĕç укçин фончĕ 36,6 миллиард тенкĕпе танлашĕ.
Регионăн адреслă инвестици программин укçа калăпăшĕ те пысăкланмалла. Унта пысăк об±ект нумай: Вăрнарти, Комсомольскинчи, Чуварлейри шкулсем, 5 культура çурчĕ, ФАПсем, врач амбулаторийĕсем... Муркашри поликлиникăна туса пĕтермелле, Патăрьел округĕнче ФОК тумалла... Муниципалитетсем çине те алă сулман — министр вĕсене паракан трансфертсем çитес çул кăçалхинчен пысăкрах пулассине шантарчĕ.
Тăкаксем тупăшран пысăкраххине кура çитес çулхи бюджет дефицитлă — ăна кредитсемпе шайлаштарĕç. Патшалăх парăмĕ ӳсет — 19,8 миллиард тенкĕ шайĕнче пулĕ. Тĕпрен илсен — бюджет кредичĕсем тата патшалăх гарантийĕсем.
Уйрăм самантсем çинче чарăнса тăнă май Михаил Геннадьевич тăлăхсене хваттерсемпе тивĕçтерес ыйтăва — ку енĕпе çивĕчлĕхе сирессишĕн оперативлă ĕçленине — палăртрĕ. Прокуратура тавăçсем тăратнипе, судсем тивĕçлĕ йышăнусем тунипе çыхăннă тепĕр ыйту вара ансат мар. Сăмах нумай ачаллă çемьесене çурт-йĕр тума тӳлевсĕр панă çĕр лаптăкĕсене инженери инфратытăмĕпе тивĕçтересси пирки: «Кăткăслăх пур, çапах муниципалитетсемпе, Строительство министерствипе ку енĕпе те ĕçлетпĕр». <...>
Автор: Николай КОНОВАЛОВ