Министерство финансов Чувашской Республики

Ĕç укçи 57,7 пин тенке çитнĕ

Республика промышленноçĕ ӳсĕм çулĕпе малалла утать. Çакна вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикун ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе ирттернĕ планеркăра çирĕплетрĕ. Канашлура социаллă пурнăçпа экономикăн кăçалхи тăхăр уйăхри аталанăвне пĕтĕмлетрĕç.

Промышленноç çав-çавах ӳсĕмлĕ

Промышленноç производствин виçĕ кварталти индексĕ 117% танлашнă. Тирпейлекен производствăсен кăтартăвĕ тата пысăкрах — 119%. Çийĕнчен Дмитрий Краснов промышленноç производствин пĕлтĕрхи индексне тӳрлетни çинчен пĕлтерчĕ. Промышленноç 27% хушăннă теттĕмĕр, вăл тата пысăкрах-мĕн — 30% шайĕнче. Тирпейлекен производствăсен кăтартăвĕ те ӳснĕ: 32 кăна мар — 37%.

Промышленноç отраслĕсене илес тĕк — лидерсем улшăнман темелле: кăçалхи кăрлач-авăн уйăхĕсенче электроникăпа оптика изделийĕсем туса кăларасси 2 хут ӳснĕ, хатĕр металл изделисем тĕлĕшпе ку кăтарту 1,5 хут пысăкланнă, сĕтел-пукан хатĕрлекенсем 1,3 хут нумайрах продукци туса кăларнă. Система йĕркелекен предприятисем ăнăçлă ĕçлеççĕ — вĕсен тĕп йышĕн производстви иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен пысăкрах. Промышленноçăн тиесе ăсатнă продукцийĕ 400 миллиард ытла тенкĕлĕх — пĕлтĕрхинчен самай нумайрах.

Министр ĕçе муниципалитетсен тӳпине кура та тишкерчĕ. Çĕмĕрле хули производствăна 1,8 хут ӳстернĕ. Вăрмарсем — 1,6 хут. Ку округ кăтартăвĕнче насуссем туса кăларакан производство тӳпи курăмлă-мĕн — çакă пĕтĕм округ экономикин кăтартăвне малалла туртать. Çавăн пекех Шупашкар тата Канаш хулисен кăтартăвĕсен ӳсĕмĕ пысăк. «Уксахлакансем» те çук мар. Вĕсен шутĕнче Дмитрий Иванович Çĕмĕрле, Хĕрлĕ Чутай, Куславкка, Пăрачкав, Çĕрпӳ округĕсене асăнчĕ.

Ял хуçалăхĕ тĕлĕшпе комментари кĕске пулчĕ: çăмарта туса илесси, сĕт сăвасси хушăннă, аш-какай — кăшт чакнă. Строительство отраслĕн мухтанмалли çукрах. 38 миллиард тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă — пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен нумай сахалрах. Пĕлтĕрхи шайран иртнисем йышлă тееймĕн: Çĕнĕ Шупашкар, Çĕмĕрле хулисем тата темиçе муниципалитет округĕ. Пурăнмалли 587,6 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута янă — иртнĕ çулхи виçĕ кварталтинчен кăшт сахалрах. Асăннă кăтартăвăн çурри — уйрăм çынсем хута янă тăваткал метрсем. Çурт-йĕр тăвассине 17 округ ӳстернĕ, Çĕнĕ Шупашкар, Çĕмĕрле, Шупашкар хулисем, Çĕрпӳ, Елчĕк, Комсомольски, Куславкка округĕсем чакарнă.

Авăн уйăхĕнчи инфляци 5,5% танлашнă. Пулăшу ĕçĕсен хакĕ уйрăмах нумай хушăннă. Предпринимательлĕх вăй илсех пыни савăнтарать. Хăйсем тĕллĕн ĕçлекенсемпе пĕрле шута илсен МСП субъекчĕсен йышĕ 116 пинрен те иртнĕ. Çак сферăра ĕçлекенсен йышĕ 16% хушăннă. Çакăнта, иккĕленмест вице-премьер, предпринимательлĕхе патшалăх ытларах та ытларах пулăшнин витĕмĕ те курăмлă. Ĕçсĕрлĕх 3,1% шайĕнче. Ĕç вăйĕн кирлĕлĕхĕ чакни те сисĕнет-мĕн. Кăмăлли — ĕç укçи ӳссех пыни. Авăн уйăхĕнче республикăра ĕç укçин вăтам виçи 57,7 пин тенкĕпе танлашнă — çулталăк каяллахинчен 20% пысăкрах. Инфляцие кăларса шутласан шалу ӳсĕмĕн чăн виçи 11% танлашать. Ĕç укçи 4 хулара тата 10 округра хушăннă. Шел, чакнисем те çук мар — Çĕмĕрлесемпе Йĕпреçсен. Шалу ӳсĕмĕн хăвăртлăхĕпе Чăваш Ен Атăлçи округĕнчи регионсен хушшинче 5-мĕш вырăнта.

Вăхăтра усă курмалла

Пĕрремĕш вице-премьер — финанс министрĕ Михаил Ноздряков 9 уйăхри ĕçе бюджета мĕнле пурнăçлани урлă хакларĕ. Тӳрех палăртрĕ: çулталăк вĕçленсе пынă май бюджетăн тăкак пайĕ пăшăрхану çуратать. Республика бюджетне тӳрлетӳсем кĕртнĕ май тăкаксене самаях пысăклатнине кура укçапа вăхăтра усă курас тĕлĕшпе те обязательствăсем хушăннă. Çав шутра нацпроектсем тĕлĕшпе те ĕçе вăйлатмалла. Вĕсем валли уйăракан укçа пысăк — 15,2 миллиард тенкĕ ытла. Хальлĕхе унăн çурринчен кăшт пысăкрах пайне кăна тӳленĕ, тăкакланă.

Хамăрăн тупăшсем самай ӳснине палăртма кăмăллă. Куншăн, Михаил Геннадьевич шучĕпе, чи малтан ĕç укçи пысăкланнине тав тумалла: шалу пысăкрах — налук та ӳсĕмлĕ. Бюджет тăкакĕсен 69% яхăн пайĕ — социаллă сферăна каякан укçа. Тăкаксем хăш сферăсем валли кайнине палăртнă май вăл вĕрентӳ валли нумай укçа уйăрнине çирĕплетрĕ. 7,1 миллиард тенкĕ — ыттипе пĕрлех çак укçа шкулсен строительстви валли: «Республика харăсах вунă шкул строительствипе ĕçленине астумастăп», — терĕ кун пирки министр.

Унсăр пуçне — садиксем, вĕрентĕвĕн ытти объекчĕ. Тата — культура çурчĕсем, ФАПсем, котельнăйсем, Çĕнĕ Шупашкарти индустри паркĕ, водовод... Олег Николаев паянхи ĕç çитес çулхин никĕсне хывнине палăртрĕ. Çĕнĕ наци проекчĕсемпе ĕçлеме пуçлассине кура яваплăх пушшех пысăкланать, çавна тĕпе хурса вăл кăçал валли палăртнă ĕçсене туллин пурнăçлас тĕлĕшпе пĕтĕмпех тумалли çинчен асăрхаттарчĕ.

Республикăн адреслă инвестици программине мĕнле пурнăçланипе строительство министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Максимов паллаштарчĕ. Ун валли кăçал 7,4 миллиард тенкĕ уйăрнă. Çав шутра 4,8 миллиард — федераци хыснинчен. Укçапа усă курасси каярах юлса пынине Владимир Михайлович халь пурнăçланă ĕçсемшĕн çеç тӳленипе, подрядчиксене укçана аванс шучĕпе паманнипе сăлтавларĕ. Программăра — кăçал тата çитес çул вĕçлемелли 115 строительствăпа реконструкци об±екчĕ. Республика бюджетне нумаях пулмасть иккĕмĕш хут улшăнусем кĕртнĕ май тата 49 об±ект хушăнать. Министр тивĕçĕсене пурнăçлакан вĕсем тăрăх та раштава кĕнĕ çĕре контрактацие тивĕçтерессине çирĕплетрĕ. Программăри ĕçсене пурнăçлас тĕлĕшпе министерствăра эрнесерен штаб пухăнать — çивĕч ыйтусене подрядчиксемпе, муниципалитетсен ертӳлĕхĕпе пĕрле сӳтсе яваççĕ. <...>

Автор: Николай КОНОВАЛОВ



«Хыпар»
22 октября 2024
14:19
Поделиться