Ӳсĕмлĕ çулталăк
Республикăн 2023 çулхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсемпе тунтикунхи канашлура экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Дмитрий Бельцов паллаштарчĕ. Промышленноç производствин индексĕ 126,9% танлашнă. Тирпейлекен производствăсен кăтартăвĕ тата пысăкрах — 132% яхăн. Ял хуçалăхĕ те иртнĕ çула ӳсĕмлĕ вĕçленĕ. Сĕт суса илесси, аш-какай туса илесси хушăннă. Çăмарта тĕлĕшпе ыйтусем пур — ку продукци производстви чакнă.
Строительство отраслĕ те ăнăçлă ĕçлет. Пĕлтĕр пурăнмалли 780 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута янă. Çак кăтартăвăн çурри, 49%, уйрăм çынсем хăйсем тунă çурт-йĕр. Инфляци 7,3% танлашнă — Раççейри вăтам шайран пĕчĕкрех. Апат-çимĕç тĕлĕшпе инфляци пысăкрах — 8%, апат-çимĕç мар таварсем тĕлĕшпе вара аплах мар — 6,2% шайĕнче. Предпринимательлĕх вăй илсе пынине те палăртма кăмăллă. Вĕсен йышĕ 54,8 пине çитнĕ. Çак йыша хăйсем тĕллĕн ĕçлекенсем те кĕреççĕ — вĕсен «çарĕ» 15% хушăннă.
2023 çул пĕтĕмлетĕвне Михаил Ноздряков тăсрĕ. Финанс министрĕ 2023 çулхи бюджета мĕнле пурнăçланине хакларĕ. Республикăн пĕрлехи бюджечĕн тупăшĕ 106 миллиард тенке çитнĕ. Çав шутра хамăрăн тупăш палăрмаллах ӳсни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çак ӳсĕме чи малтан усламран тата уйрăм çынсен тупăшĕнчен илекен налуксем пысăкланни никĕсленине Михаил Геннадьевич пысăка хурса хакларĕ. НДФЛ калăпăшĕ, сăмахран, çулталăк каяллахинчен 1,5 хут ӳснĕ. Налуксем тенĕрен, вĕсен ӳсĕмĕпе республика Атăлçи округĕнчи регионсен хушшинче виççĕмĕш вырăна çĕкленнĕ. НДФЛ тĕлĕшпе вара — 1-мĕш вырăнта. Тутарстан та пирĕн хыçра — 2-мĕш вырăнта. Усламран, професси тупăшĕнчен илекен налуксем тĕлĕшпе эпир 3-мĕш позицире. УСН, патент тӳлевĕ тĕлĕшпе аяларах — 8-9-мĕш вырăнсенче. Анчах министр çакăнта та япăххине курмасть, мĕншĕн тесен кунта республика пĕчĕк тата вăтам бизнеса налуксем енĕпе пысăк çăмăллăхсем панин витĕмĕ палăрать.
Шкулсем, медицина учрежденийĕсем, социаллă объектсем тума тата вĕсене юсама уйăрнă тăкаксен калăпăшĕ палăрмаллах пысăкланни çинчен каланипе пĕрлех Михаил Ноздряков ĕç укçи çинче те чарăнса тăчĕ. Бюджет ĕçченĕсен шалăвне ӳстерес енĕпе тимлĕ пулнине çирĕплетрĕ. Çак сферăри вăтам шалу пĕлтĕр 38450 пин тенкĕпе танлашнă: 5,3 пин тенкĕ, 16%, пысăкланнă. Хăй отрасльсенчи пайăр цифрăсене асăнмарĕ, анчах доклад тунă май экран çине кăларнă таблицăсенче врачсен пĕлтĕрхи вăтам ĕç укçи, сăмахан, 77,8 пин тенке çитнине асăрхама май пулчĕ. Больницăсенчи вăтам медперсоналăн вăтам шалăвĕ те япăх тееймĕн — 39,5 пин тенкĕ. Министр Правительство ку енĕпе малалла ĕçлессине шантарчĕ. Кăрлачăн 1-мĕшĕнчен окладсем тата 8,5% хушăнаççĕ — çакна бюджетра шута илнĕ. Çийĕнчен чи пĕчĕк ĕç укçин виçи те 18,5% пысăкланать.
Республика иртнĕ çул патшалăх парăмне самай пысăклатнă — халĕ вăл 17,3 миллиард тенкĕпе танлашать. Анчах çак виçере паян коммерци кредичĕсем çук. Сăмахне вĕçленĕ май Михаил Геннадьевич иртнĕ çул усă курмасăр юлнă укçана тавăрас енĕпе тимлĕ ĕçлеме чĕнсе каларĕ. Тата — федераци бюджетĕнчен укçа уйăрассине контрактацилес тĕлĕшпе. Лимитсен калăпăшĕ пысăк — 5 миллиард тенкĕ ытла. Анчах çав укçана илме контрактсем тăвас тĕлĕшпе, министр шучĕпе, «чылайăшĕ вăранса çитеймен-ха».
Автор: Николай КОНОВАЛОВ