Хăш-пĕр проект тĕлĕшпе ыйтусем пур
Чăваш Ен 12 нацпроекта пурнăçлама хутшăнать. Регионăн вĕсен тытăмне кĕрекен проекчĕсен шучĕ 50-па танлашать. Вĕсене мĕнле пурнăçланине паян Правительство çуртĕнче тишкерчĕç.
ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи Стратеги аталанăвĕ тата проект ĕç-хĕлĕ енĕпе ĕçлекен канаш ларăвĕнче сăмах илнĕ май экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов кăçал республикăра нацпроектсене пурнăçлама 20,1 миллиард тенкĕ уйăрнине çирĕплетрĕ. Çав шутран 13,8 миллиард тенкĕ — регионăн пĕрлештернĕ бюджечĕн шучĕпе. Çурла уйăхĕн варри тĕлне çак укçан çуррипе, 6,6 миллиард тенкĕпе, усă курнă – ку кăтарту иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 1,5 хут пысăкрах. Укçа виçине кура вăтам шайран ытларах пурнăçланисен шутĕнче — ĕç тухăçлăхне ÿстермелли, культурăна, цифра экономикине аталантармалли, пурăнмалли çурт-йĕр тумалли наци проекчĕсемпе килĕшÿллĕн палăртнă проектсем.
Анчах проектсене мĕнле пурнăçланине хакламалли критерисем анлă, вĕсен списокĕ уйăрнă укçана ĕçе хывнипе кăна иксĕлмест. Çав кăтартусене тĕпе хурса тишкернĕ май Дмитрий Иванович медицина валли кадрсем хатĕрлес, ачасен сывлăхне упрас, çынсене ĕçпе тивĕçтерес, каяшсене пухса тирпейлес, туризм индустрине, вĕрентĕве, сывлăх сыхлавне аталантарас тĕллевлĕ проектсене вăхăтра пурнăçлас тĕлĕшпе ыйтусем пуррине пытармарĕ.
Правительствăра кашни проектшăн яваплисене палăртнă — вĕсем пурнăçланă ĕçпе паллаштарчĕç. Финанс министрĕ Михаил Ноздряков палăртнă тăрăх, «Культура» проект тĕлĕшпе пĕтĕмпех вăхăтра тăвас енĕпе икĕленÿ çук. Çĕрпÿре культура аталанăвĕн центрĕн çуртне тăваççĕ. Ку объект 2023 çула куçмаллискер. Хальлĕхе унта ĕçсен 25% пурнăçланă. Канаш районĕнчи Юмансар ялĕнчи культура çуртне кăçалхи чÿк уйхĕн вĕçĕччен туса пĕтермелле — ĕçлеççĕ. М.Трубина ячĕллĕ библиотекăра вара ĕçсем вĕçленнĕ ĕнтĕ — ăна савăнăçлă лару-тăрура уçнă.
Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов та хăй яваплă проектсемпе пăхнă объектсене вăхăтра хута ярасси пирки иккĕленмерĕ. Çав шутра — тасатакан биологи сооруженийĕсенчи шламонакопителе рекультивацилесси, Çĕнĕ хулара коллектор тăвасси... Пăрачкаври тасаткан сооружение вара хута янă та ĕнтĕ.
Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов медицинăна кадрсемпе тивĕçтерес енĕпе çивĕчлĕх пурри çинчен каларĕ. Çакă опытлă çынсем пенсие кайнипе кăна çыхăнман. Шурă халатлă специалистем патшалăхăн медицина учрежденийĕсенчен уйрăм çынсен клиникисене чылаййăн куçаççĕ — çакнашкал туртăм та вăй илет. Çавăнпа, министр шучĕпе, медицина кадрĕсене упрамашкăн вĕсене тивĕçлипе хавхалантарни кирлĕ. Халь министерство хваттерсĕр медиксен пурăнмалли кĕтес тара илнĕшĕн каякан тăкакĕсене саплаштармалли йĕркене вăя кĕртес енĕпе ĕçлет. Тепĕр енчен, çамрăксене çак профессие илĕртни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ку енĕпе вăл хăйĕн шанăçне шкулсенчи медицина профилĕллĕ классемпе çыхăнтарать — вĕсемпе тимлĕ ĕçлемелле.
Транспорт министрĕ Владимир Осипов «Хăрушлăхсăр паха çулсем» нацпроектпа килĕшÿллĕн уйăрнă 4 миллиарда яхăн тенкĕпе кăçал республикăри çулсен 114 километрне юсамаллине, 2,7 километр тăршшĕ сыпăка реконструкцилемеллине, 15 километрта çулсене çĕрле те çутатса тăмалла тумаллине палăртрĕ. Вăл çирĕплетнĕ тăрăх, мĕн пур об±ектра ĕçсем планпа килĕшÿллĕн пыраççĕ. Çивĕчлĕх — Шупашкарти Граждан урамĕнче кăна.
ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев, ларăва ертсе пынăскер, республикăн аслă ăрури граждансене пулăшмалли проектне /«Демографи» нацпроект/ пурнăçланă май тухса тăнă ыйтусемпе пайăррăн кăсăкланчĕ. Ĕçлев министрĕн пĕрремĕш çумĕ Лариса Арсентьева уçăмлатнă тăрăх, Улатăр районĕнчи Кирери ватăсемпе инвалидсен социаллă центрĕн стационар уйрăмĕн çуртне реконструкци хыççăн чылай вăхăт иртсен тин уçма май килни шыв пулманнипе çыхăннă. Çав çуртра кăна мар, шыв ыйтăвĕ поселокĕпех çивĕч. Çавна май стационара шыва транспортпа айккинчен турттарса пырассине йĕркеленĕ — ыйтăва хальлĕхе çапла майпа татса панă. Халь унта 25 çын пурăнать — социаллă пулăшупа усă кураççĕ.
Автор: Николай ДМИТРИЕВ