Çулла çуна хатĕрлеме хушнă
Котельнăйсене, сетьсемпе станцисене çурт-йĕре хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрлессипе çыхăннă ĕçсене республикăра вăтамран 59,9% пурнăçланă. Çак кăтартăва ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикун пĕрремĕш вице-премьер — финанс министрĕ Михаил Ноздряков ертсе пынипе ирттернĕ канашлура строительство министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Максимов пĕлтерчĕ.
Чăваш Енре — 948 котельнăй. Вĕсенчен 569-шĕнче кĕркуннехи-хĕллехи тапхăра хатĕрленсе планпа пăхнă ĕçсене пурнăçланă. Ăшă сечĕсен 975 километрĕнчен 554-шĕ тулли хăватпа ĕçлеме хатĕр. Кăçал ăшă трассисен 7,8 километрне улăштарнă — ку палăртнин 34% кăна-ха. Çавăн пекех электросеть хуçалăхне, шыв пăрăхĕсене, пурăнмалли çурт-йĕре хĕле хатĕрлессипе çыхăннă ĕç калăпăшĕ пысăк — çуллахи кунсемпе туллин усă курмалла. Лару-тăрăва пĕтĕмлетнĕ май Владимир Максимов хатĕрлĕх шайĕ сакăр районта пысăк пулнине çирĕплетрĕ, çав вăхăтрах Йĕпреç, Муркаш, Çĕмĕрле, Çĕрпӳ районĕсем юлса пыраççĕ – çулла çуна хатĕрлемеллине асра тытса ĕçсене васкатмалла.
Çивĕч ыйту — потребительсен ресурссемпе тивĕçтерекен организацисен умĕнчи парăмĕсем. Вĕсем, çулталăк каяллахипе танлаштарсан, кăçал самаях, 13% ытла, чакнă, апла пулин те — пурпĕр пысăк: пĕтĕмĕшле виçе 2260 миллион тенкĕпе танлашать. Çав шутра ăшă энергийĕшĕн капланнă парăм 10% пĕчĕкленнĕ, анчах энергетиксем хăйсен клиенчĕсем тата 711 миллион тенке тӳлесе татасса кĕтсе илеймен-ха. Газ парăмĕ тата нумайрах чакнă — 19,8% пĕчĕкленнĕ, пурпĕр 1143 миллион тенкĕпе танлашать. Электроэнергишĕн тӳлемелли парăм вара кăçал пысăкланнă — 2,9% хушăнса 406 миллион тенке çитнĕ. Çийĕнчен Владимир Михайлович пĕлтĕр Шупашкар, Çĕмĕрле, Комсомольски районĕсем, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисем çурт-йĕре хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕррин паспорчĕсене илейменнине аса илтерчĕ — кăçал кунашкалли пулмалла мар, эппин, кашни çитменлĕхе шута илсе тата çине тăрарах ĕçлемелле.
Патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕ те çак тапхăрта кĕрĕк арки йăваласа лармасть — унăн ертӳçи Виктор Кочетков управляющи компанисенче тĕрĕслев ирттернипе паллаштарчĕ. Чылай çитменлĕхе тупса палăртнă. Калăпăр, Красноармейски районĕнче «Коммунальщик» УКан газ оборудованине пăхса тăмалли килĕшӳ пулман.
Михаил Ноздряков лару-тăрва пĕтĕмлетнĕ май çут çанталăк газĕшĕн тӳлемелли парăмсен ыйтăвне тепĕр хут çĕклерĕ. Хăш-пĕр муниципалитетра лару-тăру çивĕч. Вăл унашкаллисен шутĕнче Улатăр, Канаш, Çĕмĕрле хулисене, Красноармейски тата Сĕнтĕрвăрри районĕсене асăнчĕ. Финанс министрĕ муниципалитетсем парăмсене пысăклатса пынине тӳрре кăлармалли сăлтавсене курмасть, çавăнпа асăннă районсемпе хуласен ертӳлĕхне «тĕплĕ калаçу» пуласса кĕтмелли пирки асăрхаттарчĕ.
Канашлура Цифра трансформацийĕн центрĕн ĕçне тишкерсе хакларĕç. Михаил Ноздряков палăртнă тăрăх, центрăн халĕ хăй укçа-тенкĕ ĕçлесе илесси çинчен те шухăшламалла. «Цифрăпах» çыхăннă тепĕр ыйту — спорт отраслĕн цифровизацийĕ. Чăн та, спорт министрĕ Василий Петров кун йĕркинчи ыйтупа хатĕрленĕ докладне пуçличчен ку темăпа çыхăнман хыпар пĕлтерме васкарĕ: пирĕн «Химик-Август» футбол клубĕ Екатеринбургри «Урал-2» командăна 3:2 шутпа çĕнтернĕ. Çапла майпа пирĕн команда 29 çул иртнĕ хыççăн профессионалсен лигине таврăнчĕ — чăннипех пысăк ăнăçу. Министр шучĕпе, çак çитĕнӳ Чăваш Енре футбол пуласлăхĕ пуррине çирĕплетет.
Канашлу çĕртме уйăхĕн вĕçĕнчи çил-тăвăла пула сиен тӳснисене пулăшас ыйтăва тишкернипе вĕçленчĕ. Çут çанталăк ресурсĕсен министрĕ Эмир Бедертдинов пĕлтернĕ тăрăх, çав кун çанталăк вăрмансене те тустарнă — Комсомольски, Канаш, Йĕпреç районĕсенче 275 гектарпа танлашакан 54 лаптăкра йывăçсем сиенленнĕ. Çав лаптăксене йĕркене кĕртмелле. Нумай йывăçа касма тивет. «Çурла уйăхĕн вĕçĕ тĕлне граждансемпе хăйсен нуши валли вăрман касмалли килĕшӳсем тума хатĕрленсе çитĕпĕр. Чи малтан çав çил-тăвăл вăхăтĕнче çурт-йĕрĕ сиенленнĕ çынсемпе килĕшӳ тăвăпăр», — терĕ министр.
Автор: Николай КОНОВАЛОВ