Министерство финансов Чувашской Республики

Декларацие вӑхӑтра тултармалла

Федерацин налук служби çулталăкра илнĕ тупăша пĕтĕмлетсе деклараци тăратмалли тапхăр вĕçленсе пыни пирки аса илтерет.

Документа çу уйăхĕн 4-мĕшĕччен тултарса налук службин вырăнти уйрăмне илсе килсе памалла. Е Федерацин налук службин сайтĕнче харпăр хăйĕн пÿлĕмĕнче тăратмалла. Вăхăтра тумасан – штраф тÿлеттереççĕ.

Аса илтеретпĕр – декларацие 5 çултан кая мар туяннă çурт-йĕре сутса тупăш тунă çынсен, пурлăха тара паракансен, лотерейăпа пысăк парне е укçа çĕнсе илнисен, предпринимательсен, адвокатсемпе нотариуссен тата Правительство ĕçченĕсен тăратмалла.



"Хыпар"
21 апреля 2022
15:43
Поделиться