Министерство финансов Чувашской Республики

Шалу ÿсĕмĕн хăвăртлăхĕпе Чăваш Ен Раççейре 6-мĕш вырăнта

Тунтикунхи канашлура республикăн кăрлачри социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне пĕтĕмлетрĕç.

Экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов пĕлтернĕ тăрăх, çулталăкăн пĕрремĕш уйăхĕнче промышленноç производствин индексĕ 0,5% танлашнă. Ял хуçалăхĕн кăтартăвĕ лайăхрах — 1,5%. Çав вăхăтрах инфляци те тĕлĕрмест — 1,1% çитнĕ /Раççей шайĕнче кăтарту кăшт пĕчĕкрех — 1%/. Çак кăтартура апат-çимĕç тӳпи пысăк — ĕçме-çиме кăрлачра 1,6% хакланнă. Ĕç укçин уйăхри вăтам виçи 33,9 пин тенке çитнĕ. Шалу ӳсĕмĕн хăвăртлăхĕ енĕпе, министр ĕнентернĕ тăрăх, республика Раççей субъекчĕсен хушшинче 6-мĕш вырăнта, Атăлçи округĕнче вара — 2-мĕшĕнче. Ĕç-пуç каплах аталансан пурăна-киле ыттисенчен иртсе те каймăпăр-и? Кайри мала тенĕ те…

Регион тата республикăн пĕрлехи бюджечĕсене мĕнле пурнăçланипе финанс министрĕ Михаил Ноздряков паллаштарчĕ. Республика бюджечĕн тупăшĕ 8,3 миллард тенкĕ патнелле кармашнă. Пĕлтĕрхи кăрлачрипе танлаштарсан тупăш самай пысăкрах. Çав шутра — хамăрăн тупăш та. Çапах Михаил Геннадьевич çулталăкăн пĕрремĕш уйăхĕ хăйне евĕрлĕ пулни çинчен каланă май малтанхи цифрăсем пĕтĕм лару-тăрушăн кăтартуллă пулмасса та пултарнине палăртрĕ — хавхалануллă пĕтĕмлетӳсем тума тăхтарĕ.

Автор: Николай КОНОВАЛОВ



"Хыпар"
14 февраля 2022
19:04
Поделиться