Министерство финансов Чувашской Республики

Ӳсĕмлĕ бюджет

Çĕнĕ çул çывхарать те — çулталăк тăршшĕпе мĕнле ĕçленине хаклама та вăхăт. Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура республикăн кăçалхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн малтанхи пĕтĕмлетĕвне турĕç.

Бюджета мĕнле пурнăçланипе пĕрремĕш вице-премьер — финанс министрĕ Михаил Ноздряков, канашлăва ертсе пынăскер, паллаштарчĕ. Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ бюджечĕн тупăшĕ 74 миллиард тенкĕрен иртнĕ — иртнĕ çулхи çак вăхăтри виçерен 10% пысăкрах. Хамăрăн тупăш пушшех ӳсĕмлине палăртма кăмăллă — вăл пĕлтĕрхи кăтартупа танлаштарсан 115,6% шайĕнче. Михаил Геннадьевич предпринимательсем хывакан патент тӳлевĕн хушăмĕ курăмлă пулнине, хăйсем тĕллĕн ĕçлекенсем бюджета пуянлатнине пайăррăн палăртрĕ.

Нацпроектсене пурнăçлама 8,6 миллиард тенкĕ тăкакланă — ку енĕпе бюджета пурнăçласси 71,5% танлашнă. Инвестици расхучĕсем — капиталлă строительствăн пысăк объекчĕсем — тĕлĕшпе ыйтусем пур. Хута ямалли ача сачĕсем кăна — тăххăр. Тата — футбол уйĕсем, ыттисем… Пĕр сăмахпа, çĕнĕ çулччен юлнă вăхăтра тар тăкмалăх пур. Финанс министрĕ экологипе çыхăннă нацпроектсем тĕлĕшпе уйăрнă укçана ĕçе хывасси 32% кăна пулнине палăртрĕ. Туризм енĕпе вара ку кăтарту тата пĕчĕкрех — 15% çеç. Уйăрнă укçана «алла илессин» /сăмах миллиардсем пирки пырать/ кăтартăвĕсем пĕчĕккишĕн Строймина, Экономика аталанăвĕн, Çут çанталăк ресурсĕсен, Ял хуçалăх министерствисене, ГКЧСа сăмах тиврĕ. Федераци укçине илес тĕк — ăна тăкакласси пысăкрах — 82% çитнĕ, çапах юлнă икĕ эрнере тивĕçлĕ документсене хатĕрлесе çитермелле — «куншăн министрсем пайăррăн яваплă».

Михаил Ноздряков укçапа усă куракансемшĕн çулталăк йывăр пулнине йышăнать: пандеми, строительство материалĕсем хакланса кайни… Апла пулин те ку никама та тӳрре кăлармасть, ун шучĕпе, «ĕçсене вăхăтра пурнăçламалла пулнă», çавна май хăшне-пĕрне «çăмăл мар калаçу пуласса кĕтме» сунчĕ. Çав вăхтрах çитес виçĕ çуллăх бюджета пурнăçлама пуçламашкăн та хатĕрленмелле. Ку енĕпе Правительство йышăнăвне алă пуснă. Çулталăкăн юлашки кунĕсенче федераци министерствисемпе тивĕçлĕ килĕшӳсем тумалла — «ĕлкĕреймерĕмĕр тĕк — укçа çухатăпăр», кунашкалли пулмалла мар.

Автор: Николай КОНОВАЛОВ



"Хыпар"
13 декабря 2021
11:41
Поделиться