Министерство финансов Чувашской Республики

Çапма пĕлмен пушшипе…

Патшалăх Канашĕн черетлĕ тăваттăмĕш сессийĕ кĕçнерникун малалла ĕçлерĕ. Депутатсем теçеткене яхăн саккун проектне тишкерчĕç. Сессин пĕрремĕш тапхăрĕнчи пекех — хальхинче те кун йĕркинче республикăн 2022 çулхи тата планпа пăхнă 2023, 2024 çулсенчи бюджечĕн проекчĕ тĕп вырăнта пулчĕ. Парламент ăна иккĕмĕш вулавпа тишкерсе йышăнчĕ.

Проект тĕлĕшпе чи малтан сăмах илнĕ май ПК спикерĕ Леонид Черкесов çитес çулхи бюджет тупăшĕ кăçалхин малтан çирĕплетнĕ виçинчен 8,9% пысăкрах пулни социаллă тĕллевсене пурнăçлассине тивĕçтерме май панине пысăка хурса хакларĕ. Тăкаксем 70,7 миллиард тенкĕпе танлашаççĕ — кунашкал виçе хальччен пулман. Леонид Ильич çитес çул та бюджета кăçалхи пекех темиçе хут тӳрлетӳсем кĕртме тивессе шанать, эппин, тупăш тата пысăкланĕ. Парламент ертӳçи депутатсене саккунсем кăларас енĕпе çине тăрса ĕçленипе пĕрлех хыснана хывса хăваракан укçапа тухăçлă усă курассине те тимлĕ сăнаса тăма, бюджета ырлама чĕнсе каларĕ.

Бюджет параметрĕсемпе финанс министрĕ Михаил Ноздряков паллаштарчĕ. Сăмахне вăл депутатсене пĕрлехи ĕçшĕн тав тунинчен пуçларĕ. Ун шучĕпе, виçĕ çуллăх бюджет шайлашуллă, Президент палăртнă наци тĕллевĕсене пурнăçлассипе, республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне тивĕçтерессипе килĕшӳллĕ. Регионăн хăйĕн çитес çулхи тупăшне бюджетра 34 миллиард тенкĕ шайĕнче палăртнă, Мускав каялла тавăрса памалла мар майпа памалли виçе — 32,2 миллиард тенкĕ.

Михаил Геннадьевич Патшалăх Думи çак кунсенче федераци бюджетне иккĕмĕш вулавпа йышăннине палăртрĕ, унта Чăваш Ен валли уйăракан укçа пысăкланнă-мĕн — малтан пăхнинчен 1,1 миллиард тенкĕ хушăннă. Çапла вара регионăн çитес çулхи бюджечĕ 72 миллиард тенкĕ урлă каçать тесе халех çирĕплетме пулать. Хушăннă виçе — индустри паркĕсене аталантарма, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе тĕревлеме, «Хăрушлăхсăр тата паха çулсем» нацпроект валли. Министр çавăн пекех Чăваш Енĕн Думăри депутачĕ Анатолий Аксаков тăрăшнипе федераци бюджетĕнчен Шупашкарти «Волга» стадион реконструкцийĕ валли 418 миллион тенкĕ уйăрма май килни çинчен пĕлтерчĕ. Михаил Ноздряков çавăн пекех инфратытăмпа çыхăннă инструментсем çурални бюджет майĕсене палăрмаллах анлăлатассине çирĕплетрĕ.

Иккĕмĕш вулав валли тӳрлетӳсем сĕнмен пулин те депутатсенчен ыйту-сĕнӳ чылай пулчĕ. Сергей Семенова республика тулашĕнчи ăмăртусене хутшăнакан спортсменсем валли апатланма, пурăнма командировка укçине ытла та сахал укçа уйăрнишĕн пăшăрханчĕ, Игорь Моляков республикăри паллă хушаматлă çыннăн компанине пулăшма бюджетран укçа уйăрнин сăлтавĕпе кăсăкланчĕ, Константин Степанов Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тунă çынсен ячĕпе çĕклекен монумент валли бюджетран укçа уйăрнăшăн кăмăлсăрланчĕ, Александр Андреев Кӳкеçре çĕнĕ шкул тăвассине шута илменнине, ытти саманта кура ку бюджетшăн сасăламассине палăртрĕ, Николай Владимиров сенатор Президент социаллă тӳлевсене кăçалхи пысăк инфляци кăтартăвĕсене тĕпе хурса индексацилемелли çинчен каланине аса илтерсе çĕнĕ бюджетра та çакна шута илмелли пирки асăрхаттарчĕ.

Михаил Ноздряков кашнинех туллин хуравлама тăрăшрĕ. Куслакка районĕнче тăвакан монумента илес тĕк — ун валли тĕпрен илсен федераци бюджечĕ тăкакланать, унтан 700 миллион тенкĕ уйăраççĕ. Çĕнĕ Шупашкара укçа енчен кӳрентереççĕ теме пăхнă депутатпа та килĕшмерĕ. Çулсем валли уйăракан укçанах илер: «Хăрушлăхсăр тата паха çулсем» нацпроект Шупашкар агломерацине пырса тивет, спутник-хулара та ку енĕпе пысăк ĕçсем пурнăçланаççĕ. Социаллă тӳлевсене индексацилесси те чăрмавсем кăларса тăратмалла мар — 6,4% шайĕнче индексацилессине çитес çулхи бюджетра шута илнĕ, укçа çителĕклĕ хывнă, ыйтусем тухса тăрсан вĕсем патне çитес çул вĕçнелле таврăнма май пулĕ. Паллă хушаматлă çын компанийĕпе çыхăннă ыйту кăна хуравсăр юлчĕ — министр вăл «уйрăм ыйту» тесе Молякова министерство ячĕпе уйрăммăн ыйтупа тухма сĕнчĕ, тулли хурав пама шантарчĕ.

Тĕплĕнрех «Хыпар» хаçатăн çитес номерĕнче вулама пулать.

Автор: Николай КОНОВАЛОВ



"Хыпар"
25 ноября 2021
11:49
Поделиться