Министерство финансов Чувашской Республики

Ылтăн çăмарта тăвакан чăх сывлăхĕ çинчен

Пĕлтĕр республика территорийĕнче Раççей бюджет системи валли налуксемпе страховани тӳлевĕсене 86 миллиард тенкĕ пухнă. Ку 2019 çулхинчен 3% яхăн е 2 миллиард тенкĕ чухлĕ пысăкрах. Çак тата ытти цифрăна Федерацин налук службин Чăваш Енри управленийĕн ертӳçи Марина Петрова хăй ертсе пыракан тытăм коллегийĕн ытларикун иртнĕ анлă ларăвĕнче пĕлтерчĕ.

Федераци бюджетне хывнă укçа 5% хушăннă, 21 миллиард тенкĕпе танлашнă. Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджетне те укçа 4% нумайрах кĕнĕ — 35 миллиард тенкĕ. Обязательнăй соцстраховани взносĕсен калăпăшĕ 30 миллиард тенкĕ патнелле пухăннă.

Управлени ертӳçи пайăррăн палăртрĕ: экономика тĕлĕшпе çулталăк ансат пулманнине пăхмасăр налук тӳлевĕсем пысăкланса пырассипе çыхăннă ырă туртăма упраса хăварма пултарнă. Республикăн пĕрлештернĕ бюджетне кĕрекен мĕн пур налук ӳсĕмлĕ пулнине палăртма кăмăллă. Пĕри кăна чакнă — организацисен пурлăхĕнчен илекенни 95% шайĕнче. Анчах ку çухатăва ытти налук ӳсĕмĕпе саплаштарма май килнĕ.

Çакă чи малтанах налук енĕпе администрацилес ĕçе тухăçлă йĕркеленинчен, çав шутра анализ инструменчĕсемпе тата тĕрĕслев системисемпе ăнăçлă усă курнинчен килнĕ. Ку вара вырăна тухса ирттерекен налук тĕрĕслевĕсен шутне чакарма май парать. 2019 çулхипе танлаштарсан, пĕлтĕр çавнашкал тĕрĕслевсем 39% сахалланнă, юлашки вунă çулта вара 18 /!/ хут чакнă. Марина Валерьяновна çакă налукçăсем çине тăрса ĕçленипе сăлтавланни çинчен каланă май пирĕн налук тӳлекенсен налук дисциплини лайăхланни пысăк пĕлтерĕшлине пусăм тусах палăртрĕ.

Çапах налук парăмĕсем ӳсни пурпĕр сисĕнет. Иртнĕ çулта пĕтĕмĕшле виçе 13% пысăкланнă. Çакăнта, паллах, пĕлтĕр тĕнчене пандеми килсе çапнин витĕмĕ те пысăк. Налукçăсем тӳлевсене шыраса илес тĕлĕшпе хаяр мерăсем йышăнман. Асăннă парăмăн тĕп пайĕ, 78%, панкрутлăх серепинчи налук тӳлекенсен. Сăмах май, Чăваш Енре паян панкрутлăхри уйрăм çынсен шучĕ 1,2 пинпе танлашать иккен. Юридици тытăмĕсем — 257.

Анчах коронавирус тапхăрĕнче «çемçерех» пулни пурне те каçарнине пĕлтермест. Çулталăк тăршшĕпе налукçăсем налук тӳлессинчен пăрăннин, укçана налук тӳлессинчен пытарнин, саккунсăр панкрутлăх тĕслĕхĕсемпе Следстви комитетне — 27, ШĔМĕн экономикăри преступленисемпе кĕрешекен управленине 94 материал панă, вĕсем тăрăх 75 уголовлă ĕç пуçарнă — 2019 çулхинчен 10% нумайрах.

Марина Петрова налук пухас ĕçри çĕнĕлĕхсем çинче те чарăнса тăчĕ. Калăпăр, ФНС НДФЛ енĕпе паракан вычетсемпе автомат мелĕпе тивĕçтермешкĕн те хатĕр ĕнтĕ. Çапла тума тивĕçлĕ саккун кăларни кăна кирлĕ. Çанашкал йĕрке çине куçсан грждансен вычет парасса тăватă уйăх кĕтмелле пулмĕ, çак ĕç чылай хăвăртланĕ. Е тата — çĕр, транспорт налукĕсем тĕлĕшпе декларацисене пăрахăçласси.

Ларăва пĕрремĕш вице-премьер — финанс министрĕ Михаил Ноздряков та хутшăнчĕ те — налукçăсем коронавирус инфекцине пăхмасăр пĕлтĕр ăнăçлă ĕçленине палăртрĕ. Чăваш Ен бюджечĕн 93% налуксенчен капланать, çавăнпа та ФНС управленийĕн ĕçĕн пĕлтерĕшĕ чăннипех пысăк. Налукçăсем предпринимательлĕхшĕн меллĕ условисем йĕркелеме тăрăшнине те вăл пысăка хурса хакларĕ. Анчах саккунсене пурин те пăхăнмалла — çакă тĕпре пулмалла.

Михаил Геннадьевич ылтăн çăмарта тăвакан чăхпа çыхăннă тĕслĕхе аса илтерчĕ: «Енчен те чăх начарланма тытăннине е вилме пултарасса туятăр тăк — пире эпир ăна ытлашши хĕстерни, условисем йывăрри пирки асăрхаттарма ан именĕр. Саккунсене Турă паман вĕт — эпир вĕсене улăштарма, çемçетме пултаратпăр. Кӳршĕсен тĕслĕхне пăхма, улшăнусем йышăнма пулать».

Вăл республикăра юридици тытăмĕсен, предпринимательсен шучĕ чакса пынине тĕплĕ тишкермелли çинчен те каларĕ. Тепĕр самант — сăра, эрех акцизĕсем. Сăмах халăха алкоголь шĕвекĕсемпе «шăварасси» пирки пымасть, анчах çак сферăра тишкермелли пурах. Акцизсем республика хыснишĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ — регион бюджетне вĕсенчен çулталăкра 2-2,3 миллиард тенкĕ кĕрет, ку вара бюджетăн 7,7-8% танлашать. Çав вăхăтрах республикăра алкоголĕн 50% кăна — кунта туса кăларни, кăпăклă шĕвек тĕлĕшпе çак кăтарту тата пĕчĕкрех — кунти лавккасенчи сăран 40% çеç Чăваш Енре туса кăларни.

Михаил Геннадьевич иккĕленмест: лавккасенче «сулахай» алкоголь продукцийĕн калăпăшĕ пысăк. Ку вара унăн пахалăхĕ тĕлĕшпе те иккĕленме сăлтав парать. Ахальтен-им пĕлтĕр Чăваш Енре алкогольпе 598 çын наркăмăшланнине палăртнă. Вĕсенен 293-шĕ — вилмеллех. Алкоголь рынокĕнче йĕрке тăвас тĕлĕшпе вăл налукçăсен пулăшăвĕ пысăк пуласса шанать. Укçа куçăмне вĕсем витĕр курса тăраççĕ, ку вара саккунсăр нумай саманта тăрă шыв çине кăларма пулăшмалла.

Ларура кăçалхи тĕллевсем тавра та калаçу пулчĕ. Тепĕр тесен, вĕсем улшăнман темелле: управленин, налук инспекцийĕсен кăçал мĕн пур шайри бюджетсен кирлĕ чухлĕ тупăшне тивĕçтерес, налук парăмĕсем пысăкланасран сыхланас енĕпе çине тăрса ĕçлемелле.

Автор: Николай КОНОВАЛОВ


"Хыпар"
16 марта 2021
11:03
Поделиться