Бюджет пысăкланать
Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсемпе Чăваш Республикин 2021-2023 çулсенчи бюджет çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртессине сӳтсе яврĕ.
Саккун проекчĕпе ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн Пĕрремĕш заместителĕ — финанс министрĕ Михаил Ноздряков паллаштарчĕ, республика бюджечĕн тупăш пайĕ кăçал 6,2 миллиард тенкĕ, тăкаксем 7 миллиард тенке яхăн ӳсессине пĕлтерчĕ. Наци проекчĕсене пурнăçлама тата 1036,1 миллион тенкĕ уйăрма йышăннă.
Тĕпрен илсен, хушма укçапа ЧР Пуçлăхĕн Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче палăртнисене пурнăçа кĕртме усă курĕç. Çапла майпа вара вĕрентӳ организацийĕсен инфратытăмне çĕнетме, сывлăх сыхлавне аталантарма, социаллă ыйтусене татса пама, физкультурăпа спорт тытăмне, ял хуçалăх таварне туса кăларакансене тĕревлеме ытларах укçа кайĕ. Муниципалитетсене паракан укçа-тенкĕ виçи те пысăкланать, вăл пĕлтĕрхинчен 2,4 процент ытларах пулассине пĕлтерчĕ Михаил Ноздряков.
«Çакă пĕтĕмпех çынсен пурнăç пахалăхне лайăхлатма пулăшĕ», — терĕ Олег Николаев. Депутатсем те саккуна кĕртме палăртакан улшăнусене ырланине пĕлтерчĕç.