Бюджет 830 миллион тенкĕлĕх пысăкланчĕ
Патшалăх Канашĕн кĕçнерникун иртнĕ черетлĕ 34-мĕш сессийĕнче депутатсем 14 саккун проектне тишкерсе ырларĕç, «Правительство сехетĕнче» сывлăх сыхлавĕн министрне итлерĕç — Владимир Викторов «Сывлăх сыхлавĕ» нацпроектпа килĕшÿллĕн пурнăçланă мерăсем çинчен каласа пачĕ.
Кун йĕркинчи тĕп ыйту — республикăн 2019 çулхи тата 2020, 2021 çулсенчи тапхăрти бюджетне улшăнусем кĕртесси. Финанс министрĕ Светлана Енилина палăртнă тăрăх, саккун проекчĕпе килĕшÿллĕн кăçалхи бюджет 830 миллион тенкĕлĕх пысăкланмалла, унăн тупăшĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ вара 56,3 миллиард тенкĕрен иртĕ. Ку — иртнĕ çулхинчен 13% пысăкрах. Çав шутра хамăрăн тупăш 30 миллиард тенкĕ пулĕ — вăл пысăкланать. Мускав паракан укçа та 27% ытла хушăнать.
Светлана Александровна хушма укçапа мĕнле усă курассипе паллаштарчĕ. Вĕрентÿ, сывлăх сыхлавĕн, культура сферисем валли ытларах укçа пулĕ. Депутатсем бюджет ÿсĕмĕн сăлтавĕсемпе кăсăкланнине хуравланă май министр хамăрăн тупăшсем пысăкланнăшăн республикăри предприятисен менеджерĕсене тав тумаллине палăртрĕ — вĕсем ăнăçлă ĕçлени налук хумалли никĕсе анлăлатать. Малтанхи прогнозпа килĕшÿллĕн налуксем пĕлтĕрхи шайра пуласса кĕтнĕ, халь вара ырă хыпар: бюджета кĕрекен укçа 2% хушăннă та — тĕрлĕ сферăна тĕревлемелли укçа та ытларах. Федераци бюджетĕнчен килекен трансферстсем пысăкланни вара, ун шучĕпе, «республика Пуçлăхĕн Мускавран ытларах пулăшу илессипе çыхăннă пахалăхлă ĕçĕн кăтартăвĕ».
Тепĕр депутат Чăвашавтотранс ĕçченĕсен умĕнчи шалу парăмне татма бюджетран 57 миллион тенкĕ уйăрнине аса илтернĕ май парăмлă ытти предприяти çыннисене те хыснаран пулăшманшăн ÿпкеленине Светлана Енилина татăклăн хирĕçлерĕ: çапла тумашкăн сăлтав çук, мĕншĕн тесен патшалăхăн тата муниципалитетсен ытти предприятийĕ хăйсен сотрудникĕсене ĕç укçине вăхăтра тÿлет — парăмсем çук. 9 депутат хирĕç пулчĕ, ыттисем майлă сасăларĕç — бюджет саккунĕн проектне ырларĕç.
Инвестици ĕç-хĕлне пулăшмалли саккун проекчĕ тавлаштармарĕ. Экономика аталанăвĕн министрĕ Павел Иванов пĕлтернĕ тăрăх, сăмах предприятисене усламран илекен налук тĕлĕшпе çăмăллăх парасси пирки пырать — вăл 8,5% танлашĕ. Паллах, условисем пур. Унпа республикăра регистрациленсе виçĕ çултан кая мар ĕçлекен, 50 миллион тенкĕрен кая мар инвестици хывнă предприятисем усă курма пултарĕç.
Граждансен уйрăм категорийĕсене нумай хваттерлĕ çуртсенчи пĕрлехи пурлăхăн капиталлă юсавĕшĕн тÿлес енĕпе социаллă пулăшу кÿресси çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртессине йышăнасси те вăраха каймарĕ. Ĕçлев министрĕ Сергей Димитриев уçăмлатрĕ: хальччен 70 çултан иртнĕ ватăсене пурне те хайхи капиталлă юсав тÿлевĕ тĕлĕшпе 50% чухлĕ çăмăллăх панă, 80 çула çитнисене вара çак тÿлеврен вуçех хăтарнă. 2019 çулта çак çăмăллăхпа 7,9 пине яхăн çын усă курнă, çакăн валли бюджетран 11,1 миллион тенкĕ уйăрнă. Саккуна кĕртме сĕнекен тÿрлетÿ вара çăмăллăх парассине кăшт хытарать. Çыннăн коммуналлă тÿлевсем тĕлĕшпе парăмсем пур, çакна суд йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ пулсан — вăл хайхи çăмăллăхпа усă кураймĕ. Депутатсем сасăласа çĕнĕлĕхе симĕс çутă пачĕç.
2020 çул валли пенсионера пурăнма кирлĕ виçене çирĕплетесси вара кĕтмен çĕртен тавлашу çуратрĕ. Ĕçлев министрĕ çав виçе çитес çул валли те кăçалхи шайрах юлассине, 7953 тенкĕпе танлашассине пĕлтерчĕ те — оппозицири фракцисен депутачĕсене ку килĕшмерĕ. Атăлçи округĕнчи регионсемпе танлаштарсан, асăннă виçе Чăваш Енре чи пĕчĕкки-мĕн, вăл виççĕмĕш çул хăпармасть, çав вăхăтрах инфляцие кура хаксем пысăкланаççĕ. Сергей Димитриев минимума пĕтĕм Раççей шайĕнче усă куракан методикăна тĕпе хурса палăртни, республикăра вăл пысăк пулманни пирĕн патра ăна шутлама усă куракан хаксем пĕчĕккипе сăлтавланни çинчен калани усă кÿчĕ пулас — саккун проекчĕшĕн депутатсен пысăкрах йышĕ сасăларĕ.
Парламентарисем миравай судьясене çирĕплетрĕç, Федерацин ветеринари тата фитосанитари надзорĕн службин Чăваш Енри тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн ертÿçи Алексей Палькин хăй ертсе пыракан тытăм ĕçĕ çинчен панă информацие итлерĕç. Сесси «Правительство сехечĕпе» вĕçленчĕ — медпулăшу пахалăхне тивĕçтерессипе çыхăннă мерăсене хакларĕç.
Автор: Николай КОНОВАЛОВ