Районсемпе хуласем 19,2 млрд тенкĕ илĕç
Министрсен Кабинечĕн тунтикунхи ларăвĕн кун йĕркинче икĕ ыйту кăна пулчĕ. Тĕп ыйту — республикăн 2018 çулхи, планпа пăхнă 2019 тата 2020 çулсенчи тапхăрти бюджечĕ çинчен калакан саккунне улшăнусем кĕртесси.
Улшăнусем пирки каланă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăн пĕрлештернĕ бюджечĕн тĕп параметрĕсенчен пĕри, тăкаксен статйи, 110,7% пысăкланассине çирĕплетрĕ — 57,5 млрд тенкĕпе танлашать. Мускав каялла тавăрса памалла мар укçа палăрмаллах, 17% ытла, хушăнать — 20 млрд тенкĕ ытла. Çавна май муниципалитетсене тĕревлемелли майсем те анлăланаççĕ — районсемпе хуласем 19,2 млрд тенкĕ илĕç.
Вице-премьер — финанс министрĕ Светлана Енилина хушма укçапа хăш тĕллевсем валли усă курассине уçăмлатрĕ.
Сывлăх сыхлавĕ тенĕрен, Михаил Игнатьев хăш-пĕр тăкака федераци полномочийĕсен шутне кĕртес енĕпе çине тăмаллине палăртрĕ. Сăмах — сиплевĕн уйрăм тĕсĕсем пирки. Вĕсем питĕ хаклă, пĕр çынна сиплесси 70 миллион тенке ларма та пултарать. Паллах, вĕсене те сиплемелле, анчах çав тăкаксене республика бюджечĕ çине тиесен хыснара ытти валли укçа çителĕксĕр пулĕ. Республика сĕнĕвне Мускав йышăнĕ-и — курăпăр.
Светлана Енилина вăл е ку министерство хăйсен отраслĕсене пырса тивекен ыйтусене татса пама укçа уйăрмашкăн ыйтни пирки те каларĕ. Калăпăр, нумай функциллĕ центрсен штатне пилĕк çын таран пысăклатма ыйтни. Çав центрсен полномочийĕсем, ĕçĕ анлăланса пыраççĕ — ĕлкĕрме йывăр. Михаил Игнатьев ку ыйтăва татса пама хушрĕ. Федераци шайĕнчи Сабантуя хутшăнма хушма укçа уйăрассине те хирĕçлемерĕç. Культура министерстви туризм автобусĕ туянасшăн — ун валли те укçа пулать.
«Ясна» этнокомплекс мĕнлерех аталаннипе вара республика пуçлăхĕ кăмăлсăр. «Туризм аталанăвĕ валли пысăк укçа хыватпăр. «Ясна» тĕлĕшпе вара калаçăвĕ нумай, анчах кăтартăвĕ çук», - терĕ вăл.
Пухăннисем çавăн пекех ЧР Министрсен Кабинечĕ çинчен калакан саккуна кĕртме сĕннĕ улшăнусене ырларĕç.
Автор: Николай КОНОВАЛОВ