Министерство финансов Чувашской Республики

Черете пăрахăçламан-ха

Финанс министрĕ Михаил Ноздряков кăçалхи 9 уйăхра бюджета мĕнле пурнăçланипе паллаштарчĕ. Вăл тупăш енĕпе те, тăкаксем тĕлĕшпе те ӳсĕмлĕ.

Михаил Геннадьевич 10 уйăхра бюджет укçипе мĕнле усă курни çинче те чарăнса тăчĕ. Тăкаксен тĕп пайĕ — Вĕрентӳ, Сывлăх сыхлавĕн, Ĕçлев министерствисен тӳпи. Вĕсем укçапа усă курни тĕлĕшпе ӳпкев çук. Çав вăхăтрах Строительство, Спорт, Культура министерствисем васкаманни те палăрать. Малтан асăнни хальлĕхе уйăрнă укçан 37% çеç ĕçе янă. Финанссемшĕн яваплă министр çулталăк вĕçлениччен вăхăт нумай юлманнине аса илтернĕ май «ĕлкĕреймессе те пултаратăр…» тесе асăрхаттарчĕ.

Муниципалитетсем пирки те сăмах пулчĕ. Кăçал вĕсен тухса ӳкекен тупăшĕсем самай пысăк — 280 миллион тенкĕ чухлех. Çавăнпа республика бюджетĕнчен тĕревлени пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çулла икĕ транш уйăрнă, халь тата тепре пулать — 109 миллион тенкĕ. Укçа районсемпе хуласене çак кунсенчех çитмелле. Çапла вара виçĕ траншпа уйăрнă пулăшăвăн пĕтĕмĕшле виçи 366 миллион тенке яхăнах пулĕ. Пурпĕр тата 8 муниципалитетра бюджет дефицичĕ сыхланса юлать-мĕн, апла тăк вĕсене пулăшас ыйту кун йĕркинчен тухса ӳкмест-ха.

Правительство патшалăх пурлăхне приватизацилесси çинчен калакан саккуна кĕртмелли улшăнусене ырларĕ, ытти ыйтăва татса пачĕ. Çав шутра — патшалăх служащийĕсене хваттер туянма пулăшмашкăн субсиди памалли черет йĕркелĕвĕпе çыхăннине те. ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертӳçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Николай Каргин пĕлтернĕ тăрăх, чиновниксене республика бюджечĕн шучĕпе хваттер валли субсиди парассине 2015 çулта чарса лартнă. Унччен вара, 2013-2014 çулсенче, çак пулăшупа 70 служащи усă курса ĕлкĕрнĕ. Халь субсиди памаççĕ, анчах черет пурпĕр пур — унта 84 çын шутланать.

Автор: Николай КОНОВАЛОВ


"Хыпар"
11 ноября 2020
09:47
Поделиться